Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление с Днем финансиста

Вăрмар районĕн финанс сферин хисеплĕ ĕçченĕсем!


Сире професси уявĕ – Финансист кунĕ ячĕпе пĕтĕм чунтан саламлатпăр!
Финансист профессийĕ çынна хăй çине пысăк яваплăх илме, харпăр хăй пĕлĕвне тăтăшах ÿстерсе пыма, професси шайне тата кăмăл-туйăм пахалăхĕсене лайăхлатса пыма хистет. Сирĕн професси шайĕнчи пысăк ăсталăхăра, ĕçченлĕхĕре тата яваплăхăра пула районта çирĕп финанс тытăмĕ йĕркеленнĕ, бюджет укçи-тенкине приоритетлă тĕллевсем валли шайлашуллăн уйăрса парасси лайăх шайра пулса пырать.
Финанс сферин ĕçченĕсемпе ветеранĕсене хăйсен професси тивĕçĕсене чыслăн тата яваплăн туса пынишĕн тав сăмахĕ калатпăр. Пĕтĕм чунтан çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçусем, телей тата тулли пурнăç сунатпăр.

Вăрмар район пуçлăхĕ                                                                                              Ю.А. Иванов

Вăрмар район
администрацийĕн пуçлăхĕ                                                                                        Д.Г. Иванов

Уважаемые работники финансовой сферы Урмарского района!

Примите мои самые искренние поздравления с профессиональным праздником - Днем финансиста!

Профессия финансиста требует от человека большой ответственности, стремления к постоянному самообразованию, совершенствованию профессиональных и личных качеств.

Благодаря вашему высокому профессионализму, трудолюбию, ответственности в районе создана устойчивая финансовая система,  осуществляется сбалансированное распределение бюджетных средств по приоритетным направлениям.

Выражаем глубокую признательность работникам и ветеранам финансовой сферы за высокий профессионализм и ответственный подход к своему делу.  От всей души желаем вам крепкого здоровья, успехов в работе, счастья и благополучия.

Глава Урмарского района                                                Ю.А. Иванов                                              

Глава администрации Урмарского района                  Д.Г. Иванов