Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление с Днем медицинского работника

Районти сывлăх сыхлавĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире Медицина ĕçченĕн кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр!
Сирĕн пархатарлă тивĕç – çынсен сывлăхне упрасси тата çирĕплетесси. Медицина ĕçченĕсем чи кирлĕ вăхăтра çынна сиплеççĕ, тухтăр пулăшăвĕпе кунĕн-çĕрĕн, уявсемпе кану кунĕсене пăхмасăр тивĕçтереççĕ.
Сывлăх сыхлавĕн сферинче вăй хума питĕ пысăк хăюлăхпа ĕçе йĕркелеме пĕлни кирлĕ. Хĕрхенÿ, ырă кăмăл, çынна шеллени – сирĕн çынлăхлă ĕçĕрте тĕп вырăн йышăнаççĕ. Эсир пире ырă кăмăл-туйăм, ĕçлеме çирĕп вăй-хал пиллетĕр, малашлăх çине шанчăклăн пăхма пулăшатăр.
Професси ăсталăхĕ, Гиппократ тупине асра тытни, хăвăра шеллемесĕр ĕçлени тата çынна юратса хисеплени малашлăхра та районти сывлăх сыхлавĕн тытăмне ăнăçлă аталантарма пулăшасса шансах тăратпăр.
Сире пархатарлă ĕçĕршĕн чунтан тав тăватпăр, çирĕп сывлăх, çăмăл мар ĕçĕрте вара ăнăçлăхпа ырă шанăç сунатпăр!

Вăрмар район пуçлăхĕ                                                                                                         Ю.А. Иванов
Вăрмар район
администрацийĕн пуçлăхĕ                                                                                                   Д.Г. Иванов

Уважаемые работники и ветераны здравоохранения района!

Поздравляем  вас с Днем медицинского работника!

Ваша благородная миссия – сохранение и укрепление здоровья людей. Медицинские работники приходят на помощь человеку в самые ответственные минуты. Вы оказываете врачебную помощь днем и ночью, не зная праздников и выходных. 

Ваша профессия требует огромного мужества и организованности. Сострадание, доброта, милосердие – качества, присущие людям в белых халатах. Вам мы обязаны хорошим настроением, работоспособностью и уверенностью в завтрашнем дне.

Уверены, что профессионализм, верность клятве Гиппократа, самоотдача  и гуманизм будут и впредь способствовать успешному развитию системы здравоохранения в районе.

Выражаем слова благодарности за благородный труд и желаем  здоровья успехов в нелегком деле, оптимизма и благополучия!

 

Глава Урмарского района                                                               Ю.А. Иванов                                        

 

Глава администрации

Урмарского района                                                                         Д.Г. Иванов