Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление с Днем Победы

Вăрмар районĕн хисеплĕ çыннисем!

Сире Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Çĕнтерÿ тунăранпа 76 çул çитнĕ ятпа чунтан саламлатпăр.
Çак уяв пирĕншĕн пуриншĕн те уйрăмах çывăх. Вăл халăх пĕрлĕхне, хăюлăхпа паттăрлăха тата Тăван çĕр-шыва чунтан юратнине сăнарлакан çутăран та çутă символ пулса тăрать. Çав хăрушă вăрçăри çĕнтерăве пирĕн халăх калама çук пысăк йывăр-лăхсене парăнтарса, миллионшар çынна яланлăхах çухатса, таврăнми йывăр та хурлăхлă çухатусем тÿссе çĕнсе илнĕ.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин хаклă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем! Паттăрлăхăрпа хăюлăхăршăн пурсăра та çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр. Эпир сирĕн умăрта ĕмĕрлĕхех парăмра. Сирĕн паттăрлăх паян та пире тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать, çамрăк ăрăва патриотла воспитани парса ÿстерме пулăшать.
Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, ырлăхпа телей, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм тата вăрăм кун-çул сунатпăр. Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе!


Вăрмар район пуçлăхĕ                                                                                                                            Ю.А. Иванов

Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ                                                                                              Д.Г. Иванов

Уважаемые жители Урмарского района!

 От всей души поздравляем вас с 76-й годовщиной Победы в Великой Отечественной войне.

Этот праздник для всех нас особенный. Он является ярчайшим символом народного единства, несгибаемого  мужества, героизма и беззаветной любви к Родине. Победа в той страшной войне далась нашему народу ценой невероятных усилий, миллионов человеческих жертв, сломанных судеб, горьких, невосполнимых утрат

Дорогие ветераны Великой Отечественной войны и труженики тыла! Низкий вам поклон за вашу доблесть и мужество! Мы навсегда в долгу перед вами. Ваш подвиг и сегодня вдохновляет на созидательный труд,  способствует патриотическому воспитанию молодого поколения.

Поздравляя вас с праздником, желаем крепкого здоровья, счастья и благополучия, неиссякаемой бодрости духа, долгих лет жизни! С праздником Победы!

Глава Урмарского района                                                                                                                          Ю.А. Иванов

Глава администрации Урмарского района                                                                                                Д.Г. Иванов