Поздравление с Днем российского предпринимательства
Хаклă предпринимательсем!
Сире Раççей предпринимательлĕхĕн кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр!
Çак кун эпир тĕрлĕ сферăра хăйсен ĕçне йĕркелеме пултарнă пуçаруллă, хастар та пултаруллă çынсене тивĕçлипе хаклатпăр.Предпринимательсен хастарлăхне пула çĕнĕ производствăсем хута каяççĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем çуралаççĕ, туса кăларакан продукци тата пулăшу ĕçĕсен ассортименчĕ анлăланать, вĕсен пахалăхĕ лайăхланать. Эпир район территорийĕнче ĕçлекен, социаллă çивĕч ыйтусене татса парас ĕçе хастар хутшăнакан, район аталанăвне хăйсен опычĕпе пултаруллă энергине хывакан предпринимательсене чунтан тав тăватпăр.
Уяв ячĕпе саламласа сире çĕнĕ проектсем пурнăçа кĕртме, ăнăçу, аталану, сире те сирĕн çывăх çыннăрсене те сывлăх, телей тата ырлăх сунатпăр!
Вăрмар район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов
Вăрмар районадминистрацийĕн пуçлăхĕ Д.Г. Иванов
Уважаемые предприниматели!
Сердечно поздравляем вас с Днем российского предпринимательства!
В этот день мы отдаем должное инициативным, предприимчивым и талантливым людям, которые сумели организовать собственное дело в самых разных сферах.
Благодаря предпринимательской активности создаются современные производства, появляются новые рабочие места, расширяется ассортимент, повышается качество выпускаемой продукции и предоставляемых услуг. Мы благодарны предпринимателям, которые ведут дело на урмарской земле, активно участвуют в решении социальных проблем, вкладывают свой опыт и созидательную энергию в развитие района.
Поздравляя с праздником, желаем вам новых проектов, удачи и процветания! Здоровья, счастья и благополучия вам и вашим близким!
Глава Урмарского района Ю.А. Иванов
Глава администрации Урмарского района Д.Г. Иванов