Поздравление с Днем семьи, любви и верности
Вăрмар районĕн хисеплĕ çыннисем!
Сире Ҫемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр!
Çемье вăл – пирĕн чи çывăх та чи хаклă çыннăмăрсем, пиртен кашнинех хамăра чăннипех те телейлĕ туйма кирлĕ пĕчĕк те ырă тĕнче, вăл пире тĕрлĕ йывăрлăхсенчен хÿтĕлет, пурнăç савăнăçне парнелет, пирĕншĕн пуриншĕн те шанчăклă тĕрек пулса тăрать. Çыннăн тавра курăмĕ шăпах çемьере йĕркеленет, унтах вăл хăйне пурнăçра кирлĕ ăса ăша хывса çитĕнет. Эпир хамăра пурнăç тăршшĕнче мĕнлерех туясси те чылай чухне çемьери тăнăçлăхран килет.
Çак уяв кунĕнче мăшăрсене çемье йăлисене çирĕп тытса пынăшăн тата ачасене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕшĕн чунтан тав тăватпăр. Пурне те ырлăх, çирĕп сывлăх тата килĕрте ытлăх-çитлĕх сунатпăр! Кашни çемьере яланах савăнăç, ача кулли, юрату, пĕр-пĕрне сума суни тата килĕшÿлĕх хуçаланччăр!
Вăрмар район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов
Вăрмар район
администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Г. Иванов
Дорогие жители Урмарского района!
Сердечно поздравляем вас с Днем семьи, любви и верности!
Семья - это самые близкие и родные люди, это тот добрый, маленький мир, который нужен каждому из нас, чтобы стать по-настоящему счастливым, в ней мы находим спасение от жизненных невзгод и радость бытия, она является для нас надежной поддержкой и опорой. Именно в семье формируются основы мировоззрения человека, происходит его становление как личности. В течение всей жизни наше самочувствие во многом зависит от семейного благополучия.
В этот праздничный день выражаем искреннюю благодарность супружеским парам за верность семейным традициям, достойное воспитание детей. Желаем всем благополучия, крепкого здоровья и достатка в доме! Пусть в каждой семье всегда царят радость, детский смех, любовь, взаимоуважение и взаимопонимание!
Глава Урмарского района Ю.А. Иванов
Глава администрации
Урмарского района Д.Г. Иванов