Поздравление с Днем социального работника!
Сире професси уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр!
Эсир хăвăра пархатарлă ĕçе – пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ тата патшалăх пулăшăвĕ кирлĕ çынсене халалланă.
Ăшă кăмăллăх, хĕрхенÿлĕх, тÿсĕмлĕх, ĕçченлĕх, тараватлăх –социаллă ĕçченсен тĕп пахалăхĕсем. Вĕсем вăйсăррисен тата хÿтлĕхсĕр тăрса юлнă çынсен юлашки шанчăкĕ пулса тăраççĕ.
Эсир ватă çынсемпе инвалидсене, вăрçăпа ĕç ветеранĕсене, пурнăçри кăткăс лару-тăрăва лекнĕ ачасемпе çемьесене чăн-чăн пулăшу паратăр, малашлăха шанма тата ĕненме пулăшатăр.
Сире пархатарлă ĕçĕршĕн, сисĕмлĕ чĕресемшĕн, пулăшу кирлĕ çынсен кăмăлне ăшăтма пултарнăшăн чун-чĕререн тав тăватпăр.
Сире тата сирĕн çывăх çыннăрсене çирĕп сывлăх, телей тата тăван район çыннисен ырлăхĕшĕн ăнăçлă ĕçлеме сунатпăр!
Вăрмар район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов
Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Г. Иванов
Уважаемые работники и ветераны социальной сферы!
От всей души поздравляем вас с профессиональным праздником!
Вы посвятили себя благородному делу – поддержке граждан, оказавшихся в трудной жизненной ситуации и нуждающихся в помощи и заботе государства.
Сердечность, сострадание, терпение, трудолюбие, отзывчивость – вот главные качества социальных работников, которые очень часто становятся последней надеждой слабых и беззащитных людей.
Благодаря вам пожилые люди, инвалиды, ветераны войны и труда, дети и семьи, оказавшиеся в сложной жизненной ситуации, получают реальную поддержку и вновь обретают способность надеяться и верить в будущее.
Примите слова глубокой благодарности за ваш труд, чуткие сердца, способность согреть тех, кто нуждается в помощи.
Желаем вам и вашим близким крепкого здоровья, счастья и успешной работы на благо жителей родного района!
Глава Урмарского района Ю.А. Иванов
Глава администрации Урмарского района Д.Г. Иванов