Ĕмĕрĕпех - педагог
о Санăн çыннусем, район
Ĕмĕрĕпех - педагог
"Этем ырă ăсĕпе" теççĕ халăхра. Ку сăмахсене Мăнçырмари Валентина Прокопьевна Николаева педагогика ветеранне халалланă тейĕн. Канăва тухичченех унăн шăпи шкул пурнăçĕпе çыхăннă.
"Шкул пурнăçне ниепле те манаймастăп. Кашни кун çĕнни, интересли, чуна кăсăклантараканни - кунтан лайăххи вĕрентекеншĕн урăх мĕн пултăр? Темĕн те пĕлесшĕн çунакан йăлтăркка куçĕсем кашни учителĕн чунне ăшăтаççĕ. Таса чунлă ачасемпе калаçсан кăмăл-туйăм çĕкленсе каять. Вĕсемпе ĕçленĕ самантсемшĕн пĕрре те ỹкĕнместĕп. Ачасем манăн пурнăç илемĕ", - тет ялти хисеплĕ учительница Валентина Прокопьевна Николаева.
Çапла, эпир пурте ачалăхран тухнă. Çак тапхăр мĕнлерех иртесси çумра ăслă çынсем пулнинчен нумай килет. Мăнçырма шкулĕнчи ачасем вара ку енĕпе телейлĕ, мĕншĕн тесен кунта ăста педагогсем сахалах мар. Вĕсенчен пĕри - В.Николаева. Вăл хресчен çемйинче çуралса ỹснĕ. Ашшĕ çамрăклах çĕре кĕнипе амăшĕпе кăна çитĕннĕ. "Пурнăç пылпа иртĕнтермен" теççĕ кун пек чух. Ĕçленĕ хушăрах Шупашкарти педагогика институтĕнчен заочно вĕренсе тухнă. Çын çинчи пысăк хисеп - ĕмĕрлĕхех. Çак хисепе вăл хăйĕн ĕçченлĕхĕпе тивĕçнĕ. Ĕçне кура хисепĕ тенĕ пек, шкулта нумай çул вожатăйра ĕçленĕшĕн те, вырăс чĕлхи учителĕнче вăй хунăшăн та ăна РСФСР Хисеп грамотисене парса наградăланă.
Çулсем шăваççĕ пулин те Валентина Прокопьевна яланах вĕренекенсемпе пĕрле, вăл - ĕмĕрĕпех педагог. Шăпа кỹнĕ телей унăн куç тулли.
Н. ШИШКИНА.