Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

16 çул - дояркăра

16 çул - дояркăра

Çын хăй ĕмĕрĕнче тĕрлĕ профессипе вăй хурать. Кам учитель, врач, инженер, почтальон тата ытти те. Манăн вара фермăра ĕçлекенсем çинчен çырас килет. Выльăха пăхма ансатах мар. Унăн чĕлхи çук. Хырăмĕ выçсан е мĕн те пулин ыратсан хурлăхлă сасăпа палăртать. Ку вара хăйĕн ĕçне юратса пурнăçлаканăн чунне çав тери пăшăрхантарать. Аслă Чакри Никифоровсен çемйи вара çакна питĕ лайăх ăнланать, мĕншĕн тесен вĕсем пурте фермăра ĕçлесе курнă çынсем. Амăшĕ - Елена Васильевна нумай çул свинаркăра тăрăшнă. Аслă ывăлĕ - Валерий Руфович - салтака кайичченех фермăра ĕçленĕ. Кĕçĕннисем - Николайпа Алексей тата Елена - хăйсен ĕçне фермăпах çыхăнтарнă. Вĕсем çăмăл ĕç шыраса вырăнтан вырăна куçман, тĕпленсе ĕçленĕ. Елена качча тухса çемье çавăрсан та кунтах тăрăшнă. 3 ачана ир-ирех килте хăйсене çеç пăрахса хăварни те пайтах пулнă. Унăн мăшăрĕ, Владимир Волков та фермăра пăру пăхнă çĕрте вăй хунă. Ỹсе киле вĕсен ачисем те амăшне пулăшма фермăна килме пуçларĕç. Ĕçчен çемьере ачисем те харсăр та пултаруллă çитĕнеççĕ.

Елена дояркăра 16 çул тăрăшать. Выльăха вăл чунтан юратать тесе каласан та тĕрĕсех пулĕ.

Выльăх хăйне юратнине таçтанах сисет. Сĕт сăвăмĕ ỹсесси те çавăнтанах пуçланать. Ĕçлет харсăр хĕрарăм, ỹркенмест. Çĕнĕ çулта çĕнĕ ỹсĕмсем кăна пултăрччĕç унăн. "Ĕçлесен ĕç ỹсĕнет" тесе ахальтен каламан. Çапла пултăрччех.

В. ИЛЬИНА,

ферма заведующийĕ.