Ĕçпе спорт юнашар
"Сывлăх сунатпăр", - тетпĕр эпир пĕр-пĕрне тĕл пулсан, мĕншĕн тесен сывлăх çыннăн пурнăçĕнче чи хакли-çке. Çакна районти тырă йышăнакан пункт /элеватор/ администрацийĕ çирĕп тытса пырать. Коллективра сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшса тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Канмалли кунсенче, ĕçрен кăштах пушаннă вăхăтсенче кунта теннисла, шашка-шахматла выляма пулать, йĕлтĕр çине тăма та ỹркенсе тăмаççĕ. Спортăн тĕрлĕ енĕсене килĕштереççĕ пирĕн ĕçченсем. Иртнĕ кунсенче республикăри "Чувашхлебопродукт" предприяти тытăмне кĕрекен районсенчи ĕçченсем пĕрле пуçтарăнса тĕрлĕ енлĕ ăмăртрĕç. Пирĕн коллективри В.Герасимов шашкăлла ăмăртса 2-мĕш вырăн йышăнса килчĕ. Теннисла выляса О.Павлован кăтартăвĕсем аван пулчĕç. Ĕçпе спорт юнашар пулсан кунти ĕçченсен сывлăхĕ те çирĕп, кун-çулĕ те яр уçăмлă пулĕ.
Н. НИКОЛАЕВ,
механик.