Чи инçетри яла - çут çанталăк газĕ
ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн "Чăваш Республикин ялĕсене газ кĕртессине вĕçлесси çинчен" Указне пурнăçласа Çĕнĕ çул умĕн районти чи инçетри ялсенчен пĕрне - Хĕрлĕçыра та çут çанталăк газĕ çитрĕ. "Кăвак çулăм" ялкăшма тытăннă районти 39-мĕш ял пулчĕ ку.
Çак ятпа ирттернĕ савăнăçлă мероприятире пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Н.Яковлев, "Урмарыгаз" филиал директорĕ А.Васильев, Тикаш ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.Черкасов саламласа сăмах тухса каларĕç.
Хĕрлĕçырсен ячĕпе çут çанталăк газне ялта пĕрремĕш чĕртнĕ кил хуçи пуçлăхĕ Н.Тихонов сăмах илчĕ.
- Яла çакăн пек ырлăх çитессе эпир ĕненме те пултарайман. Республика Президенчĕ Николай Васильевич аякри ялсенче пурăнакансене манманни пире чунтан савăнтарать, çĕнĕ вăй-хăват хушать. Ку енĕпе район пуçлăхĕсене те ырă сăмахсем калас килет, - терĕ Николай Аверьянович ял-йыш ячĕпе.
Хальлĕхе ялти 6 килте ку ырлăхпа усă кураççĕ. Малашне вĕсен йышĕ татах ỹсет.
Г. ПРОКОПЬЕВА,
Тикаш ял администрацийĕн
пĕрремĕш категориллĕ специалисчĕ.