Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Елкăра савăнчĕç

Елкăра савăнчĕç

Чăваш Республикин вĕрентỹпе çамрăксен политикин министерстви, Павел Семеновăн социаллă программăсен центрĕ, регионсенчи "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти уйрăмĕ республикăра ирттернĕ "Манăн кил, манăн ял, манăн хула" конкурс итогĕсене пĕтĕмлетрĕç. Унта пурĕ 1500 ĕç пăхса тухнă. Çавсенчен 500-шне лайăххисен шутне кĕртнĕ. Вĕсене пурне те Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ П.Семенов трактор тăвакансен Культура çуртĕнче ирттернĕ Çĕнĕ çул елкине чĕннĕ. Пирĕн районтан çав елкăна кайма 26 çĕнтерỹçĕ-ачасем тивĕçнĕ. Мăнçырма шкулĕнчен - 7, Вăрмарти пĕрремĕш шкултан - 4, Энтрияль, Пысăк Енккасси, Кĕтеснер, Кĕлкеш, Шăплат шкулĕсенчен - 2-шер ача, Эçпепе, Кавал, Шăхаль, Арапуç шкулĕсенчен пĕрер вĕренекен хутшăннă. Ачасен савăнăçĕ куç тулли пулнă. Вĕсем хула илемне курса çỹренĕ. Çĕнĕ çул дискотеки "Корона" ташă клубĕнче пулнă. Çĕнтерỹçĕсене Çĕнĕ çул парнисем панă.

Л. НИКОЛАЕВА,

ачасемпе çамрăксен

пултарулăх çурчĕн директорĕ.