Малашлăх курăмлă
Республика Президенчĕшĕн Н.Федоровшăн Чăваш Енĕн, унти пин-пин чăваш çыннисен шăпи пурпĕрех мар. Пур чăвашсем те çавăн пекех: кунтан-кун, çултан-çул вĕсем унăн ыранхи лайăх, çутă пуласлăхне шанса пурăнаççĕ, ĕненеççĕ, çавна пулах ку тĕллевпе мĕн пур вăй-халне парса ĕçлеççĕ. Юлашки çулсенче республикăра пурăнакансен пурнăç шайне ỹстерес тĕллевпе Президентăн программисем анлăн пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Çавăнпа та хуласемпе районсен общество инфраструктури, ялсен сăн-сăпачĕ улшăнса пырать, сывă пурнăç йĕркине сарас ĕç активлă пурнăçланать, социаллă пурăнмалли çурт-йĕр хута каять тата ытти нумай пулăм та ыранхи куна çирĕп шанчăкпа кĕме шанăç парать. "Цивилизаци вăл - газ тата лайăх çулсем", - тесе палăртнă республика Президенчĕ Чăваш Парламентне янă Çырура. Районта газификаци программи ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пырать. Кашни ялах çут çанталăк газĕ илсе çитернĕ хыççăн пурин килĕсене те ырлăх çитрĕ. Çакăнпа пĕрлех Президент Чăваш Республикинче пурăнакансене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерес тĕллевпе ятарласа Указ та кăларчĕ. Çитес çул Николай Васильевич çынсем валли ытларах социаллă çурт-йĕр хăпартасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрасшăн, çемье çирĕплĕхне упрас тĕлĕшпе кашни çемьенех хăтлă, ăшă кил-çуртпа тивĕçтерес тесе пысăк хăвăртлăхпа ĕçлесшĕн. Çемье хăйĕн кил-çурчĕ пулсан çирĕп пулнине пурте пĕлеççĕ. Президентăн социаллă пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси çинчен калакан программипе килĕшỹллĕн тỹлевсĕр е патшалăхăн тавăрса памалла мар субсидийĕсемпе усă курса пурăнмалли условисене лайăхлатаççĕ. Кăçалхи декабрĕн 22-мĕшĕ тĕлне çамрăк 40 çемье "Çамрăк çемье" программăпа килĕшỹллĕн 10 миллион та 878,42 пин тенкĕлĕх çăмăллатнă ипотека кредичĕ илме пултарчĕç. 15 процентлă республика субсидисемпе 1063,5 пин тенкĕлĕх 26 çемьене тивĕçтернĕ. Çакă çулталăк лимичĕпе - 99,3Џ. Республика бюджечĕн укçи-тенки шучĕпе вăрах вăхăта çăмăллăхпа паракан ипотека кредичĕпе /6 процентлă/ 24 çемье 3080 пин тенкĕлĕх кредит килĕшĕвĕсем йĕркелеме пултарчĕç. Ку 99,1 процентпа танлашать. 2003 çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан районта пурăнакансем 3050 пин тенкĕлĕх 6 процентлă ипотека кредитне илнĕ. Президентăн программипе килĕшỹллĕн тỹлевсĕр е патшалăхăн тавăрса памалла мар субсидийĕсене 4100,6 пин тенкĕлĕх уйăрнă. 28 хваттерлĕ çуртри 586,4 тăваткал метр калăпăшлă социаллă 12 хваттер уйăрнă. Строительствăпа монтаж ĕçĕсем 5864 пин тенкĕлĕх пурнăçланă. 4100,6 пин тенкĕлĕх субсидисем уйăрса панă.
"Чăваш Республикинчи ялсен 2010 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" республика тĕллевлĕ Программипе килĕшỹллĕн 18 ял çыннине çурт-йĕр хăпартма е туянма 2000 пин тенкĕлĕх патшалăха тавăрса памалла мар субсидисем панă (2003 çулхи çак тапхăрта - 2872,8 пин тенкĕпе 20 çынна тивĕçтернĕ).
Çурт-йĕр тăвассипе эпир Атăлçи округĕнче малтисен шутĕнче, Раççейре - çиччĕмĕшсем пулин те хваттер ыйтăвĕ татăлнă тени иртерех-ха. Çурт-йĕр рынокне йĕркелесси - чи пысăк ыйту. Çакна тĕпе хурса тĕп тĕллевсенчен пĕри пулнине палăртнă та ĕнтĕ ЧР Президенчĕ Н.Федоров, ăна пурнăçлама пур меслете те ĕçлеттермеллине палăртнă.
А. ТИХОНОВ,
райадминистрацин
строительство енĕпе ĕçлекен управленин тĕп специалисчĕ.