Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ

о Шкул

Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ

2-мĕш чĕрĕк итогĕсене пĕтĕмлетсе Кавал шкулĕнче ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ иртрĕ. Унта халăх йышлă килчĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси çинчен ОБЖ учителĕ В.Софронов чарăнса тăчĕ. Вĕренỹ ыйтăвĕсене директор заместителĕ Н.Софронов ăнлантарса пачĕ. Шкул пурнăçĕпе тата умра тăракан задачăсемпе Е.Ипатова директор паллаштарчĕ. Класс руководителĕсем те ашшĕ-амăшĕсене класри ĕç-хĕл çинчен пĕлтерчĕç. Шкул директорĕ, район Пухăвĕн депутачĕ каланă сăмахсем ашшĕ-амăшĕсене тарăн шухăша ячĕç. Ачасене килте тимлĕх уйăрмасан, лайăх условисем туса параймасан шкулти вĕрентекенсем çеç тăрăшни çителĕксĕр. Вĕренекенсем нумай вăхăт хушши урамра çỹрени, Кавал ялĕнче каçхи бар пурри /вăл ачасемшĕн ырă тĕслĕх мар/ пухури халăхăн чĕрисене чăнласах ыраттарчĕç.

Пухăва килнисем концерт курса савăнчĕç.

Н. АЛЕКСЕЕВА,

шкулти профком председателĕ.