Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тĕлĕнмелле выставка

о Искусство

Тĕлĕнмелле выставка

Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта ăслăлăхпа культурăна тата искусствăна аталанма пулăшакан регионсем хушшинчи "Хĕвел тухăç çăлтăрĕ" обществăлла организаци йĕркеленĕ "Çул çỹревсен географийĕ" фотовыставкăра пулса курма тỹр килчĕ. Виçĕ-тăватă эрнене выставкăна тăратнă ỹкерчĕксене (вĕсем 60 яхăн) çак шкултан нумай çул каялла вĕренсе тухнă, тĕнчери чылай çĕр-шывсенче - Японире, Монголире, Францире, Италире, Индире, Израильте, Египетра тата ытти кĕтессенче пулса З.Душкова ĕçĕсемпе йĕркеленĕ. Историк-философ çĕр çинчи пур сăваплă вырăнсене çитсе курса фотоỹкерчĕксем туса мĕн пур этемлĕхе унти илемлĕ вырăнсене кăтартса сăнласа пама тĕллев лартнă. Çавăн пекех Аслă пророксен йĕрĕсемпе тĕнчипех çул çỹревре пулса кашни çĕр-шывăн культурипе йăли-йĕркисене, тĕн йăлисене тĕпчесе тарăн шухăшлă тата философиллĕ кĕнекесем çырса кăларнă. Зиновья Васильевна Душковăн пĕрремĕш кĕнеки "Пробуждение истока" 1992-1993 çулсенче пичетленсе тухать. Кун хыççăн З.Душкован тата 40 яхăн кĕнеке кун çути курать. Унăн хайлавĕсене вулакансем "Çутă кỹрекен кĕнекесем" тесе ахальтен палăртман. 1997-1998 çулсенче калăпланса тухнăскерсем культурăна, ăслăлăхпа вĕрентĕве аталантарма пулăшакан обществăлла юхăмăн вăйне пуçарса янă. Çавăн пекех чуна витермелле ỹкерчĕксен выставкинче те З.Душкован философиллĕ шухăш тарăнлăхĕ палăрать. Сăрт-тусем, унта вырнаçнă илемлĕ храмсем, монастырьсем е шăрăх хĕвел айĕнче сарăлса выртакан пуш-хирсем, илемлĕ, этем ури нихăçан пусман тăп-тăрă юхан шывсем тата ытти çав тери илемлĕ эпир курман вырăнсем..!

З.Душковăна тĕнчери илеме унăн юратнă асламăшĕ курма вĕрентнĕ. Унăн мĕн пур ырă аса илĕвĕсем те унпа çыхăннă. З.Душкова 1953 çулхи июлĕн 19-мĕшĕнче Молдавири Гагаузире çуралнă. Пĕчĕклех тăлăха юлнăскере Кивĕ Мăнтăр- та пурăнакан тăванĕсем патне илсе килеççĕ. Пысăк Енккассинче вăл шкул вĕренсе пĕтерет, унтан тин чĕре туртнă çĕре - Молдавине - таврăнать.

Паян З.Душковăн творчествине Раççейре, Украинăра, Казахстанра, Молдавире килĕштереççĕ. Унăн кĕнекисене Франци, Германи, Израиль, Бельги, Люксембург, Швейцари тата ытти çĕр-шывсенче интересленсе вулаççĕ.

Выставкăна пухăннисене ăслăлăхпа культурăна тата искусствăна аталантарма пулăшакан регионсем хушшинчи "Хĕвел тухăç çăлтăрĕ" обществăлла организаци представителĕ Н.Орлова паллаштарчĕ. Тĕлĕнмелле илемлĕ, нихăçан курман вырăнсене курса, ман шутпа, кашниех чунĕпе, шухăшсемпе унта пулса курчĕ.

И. ИВАНОВА,

учительница.

В. ГУРЬЕВА,

хамăр корреспондент.



02 февраля 2005
00:00
Поделиться