Июнĕн 22-мĕшĕнче Асăнупа хурлăх кунĕ пулчĕ. 1941 çулта çак кун ирхине 4 сехетре фашистла Германи Совет çĕрĕ çине вăрă-хурахла тапăннă. Хаяр та хăрушă вăрçă пуçланнă. Унтанпа нумай çул хыçа юлса пычĕ пулин те, çав асаплă та тертлĕ çулсен ахрăмĕ халăх асĕнчен нихăçан та тухас çук.
Июнĕн 21-мĕшĕнче каçхине 10 сехетре РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи "Урмарский" уйрăмĕн сотрудникĕсемпе Обществăлла канаш членĕсем те "Ыран вăрçă пуçланнă" акцие хутшăнчĕç. Поселокри Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умĕнче çурта çутрĕç, чечексем хучĕç.
Июнĕн 22-мĕшĕнче ятарласа вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксене, вăрçăран аманса таврăннисене - Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн тăрăшнă пур çынсене асăнса Вăрмар поселокĕнчи Çĕнтерÿçĕ-салтака халалласа лартнă палăк умĕнче митинг иртрĕ. Митинга район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Н.Павлов уçрĕ, кунта пухăннисене Аслă Отечественнăй вăрçă мĕнлерех пуçланса кайни пирки аса илтерчĕ. "Вăрçăра тÿссе ирттернĕ калама çук хăрушă та хаяр çулсем çинчен илемлĕ кинофильмсемпе кĕнекесенчен кăна пĕлмелле пултăрччĕ. Хамăрăн асаттесемпе мăн асаттесем пурнăçланă паттăрла тивĕç паян пире мирлĕ пурнăçпа пурăнма май туса панă, çавăнпа та вĕсем яланах асра". Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Павлов та митинга пухăннисем умĕнче вăрçă хирĕнче паттăрла пуçĕсене хунă салтаксен ячĕсем вилĕмсĕр, хăйсен пурнăçне шеллемесĕр тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçнă салтаксем чăннипех те мухтава тивĕçлĕ пулнине каларĕ.
Райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политики тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов Аслă Отечественнăй вăрçăри паллă хушаматсем, историе кĕрсе юлнă паттăрла пулăмсем çинче чарăнса тăчĕ. Асăнупа хурлăх кунĕ пулнă май шăплăх минучĕ пулчĕ.
Çавăн пекех Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Елена Павловна Федотова пенсионерка та вăрçăпа çыхăннă хăйĕн ачалăхне аса илчĕ. 10 çулхи хĕрачана вăрçă пуçланнă пирки амăшĕ пĕлтернĕ. Унăн ашшĕ вăрçăран сусăрланса таврăннă, икĕ пиччĕшĕ вара хыпарсăр çухалнă.
Митинга пухăннисем Çĕнтерÿçĕ-салтака халалласа лартнă палăк умне чечексем хучĕç.