Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление с Днем работников бытового обслуживания населения и жилищно-коммунального хозяйства

Хисеплĕ халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекенсем, суту-илÿ тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсем, ветерансем!

   Сире професси уявĕпе – Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекенсен, суту-илÿ тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр.
  Кашни çын пурнăçĕ çак сферăсемпе тачă çыхăнса тăрать. Сирĕн ĕçĕртен пирĕн кулленхи пурнăç пахалăхĕ - халăха кирлĕ таварпа тивĕçтересси тата йăла ыйтăвĕсене татса парасси, пурăнмалли çуртсене, организацисемпе учрежденисене ăшăпа хăтлăх, шыв парса тăрасси тата урамсенчи тирпейлĕх килет.
   Сире ырми-канми ĕçленĕшĕн тав тăватпăр. Уяв ячĕпе саламласа ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсем тума, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатпăр.


Вăрмар район пуçлăхĕ                                    М.А. Пуклаков

Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ         А.В. Васильев



15 марта 2019
16:22
Поделиться