Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление с Днем народного единства

Уважаемые жители Урмарского района!

 

Сердечно поздравляем вас с Днем народного единства!

Это праздник имеет для нас особый смысл.  Он символизирует самые главные нравственные ценности нашего народа – патриотизм и любовь к своей Родине, стремление к сохранению мира и согласия в обществе, сплоченность и единство.

Ничто так не объединяет людей как совместные большие и малые дела. Добиться успеха можно только благодаря честному и добросовестному труду, взаимоуважению, способности понимать и поддерживать друг друга. На протяжении многих столетий многонациональный народ нашей Республики живет в мире и согласии, укрепляет узы дружбы и добрососедства, бережно хранит культуру, уважает традиции предков.

Уверены, объединив усилия, мы воплотим в жизнь новые перспективные замыслы. Поздравляя вас с праздником, от всей души желаем крепкого здоровья, неиссякаемой энергии, счастья и благополучия!

 

Глава Урмарского района                                                                                         М.А. Пуклаков

Глава администрации Урмарского района                                                              А.В. Васильев     

 

 

Хаклă та хисеплĕ ентешсем, район çыннисем!

 

Сире Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр!

Çак уяв пĕлтерĕшĕ пирĕншĕн çав тери пысăк.  Вăл пирĕн халăхăн кăмăл-сипечĕн чи паха енĕсене – патриотлăха, Тăван çĕр-шыва чунтан юратнине, обществăри килĕшÿлĕхпе çураçулăха упрама тăрăшнине, пĕрлĕхе тата çирĕплĕхе палăртать.

Пĕрлехи ĕç çынсене нимрен те ытларах çывăхлатать. Пĕр-пĕрне хисеплесе, ăнланма тăрăшса, пулăшса пырса тата тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесен кăна çитĕнÿ тума пулать.  Пирĕн Республикăра нумай нациллĕ халăх мĕн авалтан килĕштерсе пурăнать, туслăхпа ырă кÿршĕлĕх çыхăнăвĕсене шанчăклăн çирĕплетет, культурăна тимлĕн сыхласа упрать, мăн асаттесен йăли-йĕркисене сума сăвать.

Вăй-хала пĕрлештерсен эпир палăртнă чылай тĕллеве çăмăллăнах пурнăçа кĕртме пултарасса шансах тăратпăр.

Уяв ячĕпе саламласа сире чун-чĕререн çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, телей тата ăнăçу сунатпăр!

 

Вăрмар район пуçлăхĕ                                                              М.А. Пуклаков

Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   А.В. Васильев



02 ноября 2019
10:58
Поделиться