Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вăрмар вăтам шкулĕнче стажировка иртрĕ

Вăрмар вăтам шкулĕнче стажировка иртрĕ

2019 çулхи чӱк уйăхĕн 21-мĕшĕнче Вăрмар районĕн Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмар вăтам шкулĕнче «ФГОС вӑя кӗнӗ тапхӑрта тăван чĕлхепе литературӑна хальхи технологисемпе вӗрентесси» стажировка иртрĕ. Стажировкăна Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн этнокультура вĕренĕвĕн кафедри  йĕркелерĕ.

Чăваш Республикин терле районтан пĕлĕве ÿстерме пуçтарăннă 30 чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем. Хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчеҫ чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ  Галина Александровна Левина тата 10б класра вĕренекенсем. Владимир Павлович Антонов ертсе пыракан фольклор ушкăнĕ юрă-ташăпа савăнтарнă хыççăн шкул директорĕ Петр Васильевич Алексеев саламларĕ.

Ун хыççăн хӗрӳ ӗҫ пуҫланчӗ. «Тăван чĕлхе тата литература» предмет талккăшĕн содержанине пурнăçа кĕртмелли çул-йĕр» программăпа хăйсен квалификацине ӱстернĕ вĕрентекенсем чи малтанах шкул директорĕн заместителĕ Валентина Михайловна Табакова ертсе пынипе йĕркеленĕ çавра сĕтелте калаçрĕç. Унтан чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Галина Николаевна Васильева ертсе пынипе «Ачасене Аслă Ҫĕнтерӱ çинчен» куравпа тата «Чăваш Енĕн паллă çыннинсем» социаллă проектпа паллашрĕç.

Стажировкăна пынисене «Вулама вăхăт» проектпа килĕшӱллĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем Роза Михайловна Ивановăпа Ирина Валерьевна Яковлева тата вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Светлана Васильевна Бондарева йĕркеленĕ «Ҫеçпĕле чăвашла та, вырăсла та вулатпăр» литература флешмобĕ уйрăмах кăмăла кайрĕ. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем Ҫеçпĕл сăввисене ăмăртмалла вуларĕç.

Тĕп шкулта пуçламăш классенче вĕреннине шута илсе вĕрентес тĕллевпе Альта Михайловна Мадуровăпа Татьяна Анатольевна Степанова пуçламăш шкул вĕрентекенĕсем ирттернĕ уроксем те усăллă пулчĕç.

Стажировка Вăрмар поселокĕн Мăшăрлану керменĕнче вĕçленчĕ. Кунта Валентина Германовна Антонова вĕрентекен ертсе пынипе 10-мĕш класра вĕренекенсемпе «Ҫемье – кил ăшши» калаçу урок иртрĕ. Калаçăва православи культурин никĕсĕсене вĕрентекен Ольга Анатольевна Соколовăпа Мăшăрлану çурчĕн пуçлăхĕ Валентина Альбертовна Волкова тата «Ырă хыпар» журналăн тĕп редакторĕ Вера Мефодьевна Савельева та хутшăнчĕç.

Вĕренÿ институчĕн этнокультура вĕренĕвĕн кафедрин ертӳҫи Анна Семеновна Егорова тата Вăрмар шкулĕн директор заместителĕ Валентина Михайловна Табакова ертсе пынипе иртнĕ калаçура учительсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç, ку шкулта метапредмет результачĕсене аталантарас енĕпе нумай вăй хунине палăртрĕç, стажировка пуриншĕн те усăллă та тухăçлă иртнине пĕлтерчĕç.

 



25 ноября 2019
13:21
Поделиться