Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Таврапĕлÿçĕсем канашларĕç

Таврапĕлÿçĕсем канашларĕç

Ҫулталăк  вĕçленнĕ тĕле  пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетесси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Районти таврапĕлÿçĕсем те хăйсем 2019 çулта мĕн-мĕн туни пирки калаçма историпе таврапĕлÿ музейне пухăнчĕç. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ тăван тавралăха тĕпчессипе, ялсенчи, шкулсенчи музейсене йĕркелесе тăрассипе çыхăннă, пултаруллă та мухтавлă ентешсен кун-çулĕ пирки пичетре статьясем, очерксем, тĕрленчĕксем çырса кăларассипе те хастарлăх кăтартаççĕ. Кĕскен палăртсан, Вăрмар тăрăхĕн таврапĕлÿçисем республикăри ĕçтешĕсенчен пĕртте кая юлмаççĕ, тепĕр чухне ыттисене тĕслĕх кăтартаççĕ, тĕлĕнмелле чаплă кĕнекесем кăларса тĕлĕнтереççĕ.

Ларăва хутшăннă таврапĕлÿçĕсем район музейĕн фончĕсем еплерех пуянланса пынипе паллашрĕç. Савăнмалли пур: спорт аталанăвне тата алă ăсталăхне кăтартакан япаласем чылай пухăннă. Вĕсене тăван тавралăх историне юратакансем ăшă кăмăлпа парнеленĕ. Этнографипе тата çар темипе çыхăннă япаласем пухасси те аванах йĕркеленсе пырать. Паллах, кашни япаланах экспозицие вырнçтараймастăн, çапах та вĕсем тĕп фондсене пуянлатаççĕ, кирлĕ чухне куравсем йĕркелеме пулать. Учительсем е культура ĕçченĕсем мероприяти ирттернĕ чухне усă курма экспонатсене вăхăтлăха илме пултараççĕ.

Шел пулин те, район музейĕн çуртĕнче хăш-пĕр çивĕчлĕхсем тупăннă, васкавлă майпа пысăках мар юсав ĕçĕсем пурнăçламалла. Таврапĕлÿçĕсем «Ҫынсем тата çулсем» ятлă залăн экспозицине йĕркелесе çитерейменнишĕн те пăшăрханса калаçрĕç. Пĕрлехи вăйпа 2020 çулта республика юбилейĕ тĕлне куракансене вăл тулли сăн-сăпатпа кĕтсе илме пултарччăр тесе тăрăшмаллине палăртрĕç. Паллах, музей ĕçне юратакансем те нимене хутшăнма пултараççĕ. «Хамăр тăрăшсан, ентешсем пулăшсан, кама тăр ура хумасан палăртнине пурнăçлатпăрах», - пĕлтерчĕç таврапĕлÿçĕсем.

Шупашкарта Чăваш халăх академийĕн анлă ларăвĕ иртнĕ иккен. Унта пирĕн районти таврапĕлÿçĕсем те хутшăннă, 2019 çулта пичетленнĕ кĕнекесемпе паллаштарнă.

- Вăрмарсем академи ĕçне хастар хутшăнчĕç - пĕлтерчĕ Я.Зайцев. - Хамăрăн ĕçĕ-хĕле кăтармалли пур пирĕн. Ялти вулавăшсем кăçалхи çул «Урмарцы - афганцы» кĕнекепе, «А.П.Васильев - художник-педагог» электронлă кĕнекепе пуянланчĕç. Паллах, çак пархатарлă  ĕç-хĕле малалла та тăсăпăр. Ҫапах та пирĕн сулмаклăрах ĕçе тытăнмалла. Акă, республикăри чылай районăн хăйсен ЭНЦИКЛОПЕДИЙĔСЕМ пур. Эпир те тахçантанпах кун пирки калаçатпăр, шел, лавĕ вырăнтан тапранаймасть. Пĕрле тытăнсан çак ĕçе хускатса вĕçне çитермеллех пирĕн.

 Таврапĕлÿçĕсем шкулсенчи музейсен ĕçĕ чарăнса ларма пултарасси пирки пăшăрханса калаçрĕç. Тĕпчев-шырав ĕçне çамрăксене явăçтармаллине, Кĕтеснерти, Энĕшпуçĕнчи, Кĕлкĕшри, Чупайри, Мăнçырмари шкулсенче таврапĕлÿ ĕçне лайăх йркелесе пынине каларĕç. Хăш-пĕр шкулсем хупăннине е хупăнма пултарассине шута илсе унти музейсен тăрăмне асăрхаса тăмаллине палăртрĕç.

Ҫитес çул Республика 100 çулхи юбилейне кĕтсе илме хатĕрленет, Аслă Ҫĕнтерÿ пулнăранпа 75 çул çитет. Эппин, таврапĕлÿçĕсемшĕн хĕрÿ тапхăр пуçланать. Шухăш-ĕмĕчĕ пур, тĕллевĕ паллă.

Район музейĕн экскурсовочĕ Р.Гаврилова 



МБУК "Центр развития культуры Урмарского района"
09 декабря 2019
15:12
Поделиться