Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Такăр çулпа тивĕçтерме васкаççĕ

Такăр çулпа тивĕçтерме васкаççĕ

Республикăра, çав шутра пирĕн районта та федерацин «Хăрушсăрлăх тата автомобильпе çÿреме пахалăхлă çулсем» наци проектне пурнăçласа çул-йĕрсене юсаççĕ, çĕнĕрен хываççĕ. Çак ĕçсене вырăнти халăх хăтлă пурăнтăр, çитес çĕре чăрмавсăр çиттĕр тесе пурнăçлаççĕ.

Республика пĕлтерĕш­лĕ «Аниш» /Вăрмар енчен тухсан Канаш ен­нелле каякан Кĕтеснер ялĕ айккипе иртекен\ автомашинăсем çÿрекен çула тĕпрен çĕнетсе улăштарнă çĕре çитсе куртăмăр. Чирпе аптăранисене Канаш больницине илсе çитерекен çул пулнăран та тахçантанпах районти халăха нумай калаçтарнине «Хĕрлĕ ялав» хаçата вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Ку çул пирки сахал мар çырнă. Хĕшĕсем ăна пăшăрханса «вилĕм çулĕ» тесе те каланă, мĕншĕн тесен путăк-шăтăклă çулпа чирлĕ çынна силлентерсе Канашах çитме тивнĕ. Кĕçех вара çак шухăш халăх хушшинче пĕтĕмпех сирĕлĕ. Шиклĕх туйăмĕ пĕтĕ. Мĕншĕн тесен кунти çула кĕçех хута ярĕç. Кунта халĕ 10-11 техника единици тата 20 çын ĕçлет. Пĕр ĕçĕ тепринпе çыхăнса пырать: пĕр техники çула чавса тасатса пырать, тепри хытарать, виççĕмĕшĕ хăйăр тăкать, вак чул хураççĕ тата ытти те... чи юлашкинчен вĕри асфальт сарса якатаççĕ. Малтанлăха вĕсем çулăн çуррине хурса тирпейлеççĕ, мĕншĕн тесен автомашинăсен çулне пÿлес мар теççĕ ĕнтĕ, кайран вара – тепĕр çуррине хураççĕ. Хыçалта яп-яка çул тăсăлса юлать, пăхма та кăмăллă, ун тăрăх автомашинăпа çÿреме еплерех пулĕ-ши? Паллах лайăх тесе çирĕплетсех калама пулать. Ман шухăшпа килĕшнĕ пекех çак коллективăн ĕçне йĕркелесе ертсе пыракан Владимир Витальевич Михайлов прораб хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки калаçу пуçарчĕ. «Пурте йĕркеллĕ пулсан ĕçлеме те кăмăллă. Тĕрĕссипе каласан эпир çак çул çинче пĕлтĕрех ĕçлеме тытăннă. 2019 çулта 2090 метр çул хывса хăварнăччĕ.

Кăçал вара çак ĕçе 4476 метр хывса август уйăхĕнче пĕтĕмпех хута ямалла. Автомашина çулĕ çинче икĕ чарăну пулать. Ĕçĕ нумай, ĕçлемелле кăна хамăр ята çĕре ÿкерес мар тетпĕр. Ĕç хăрушсăрлăхĕн нормисене пăхăнса пыратпăр. Эпир вăй хуракан «Воддорстрой» тулли мар яваплă общество Çĕрпÿ районне кĕрекен Чурачăк салинче вырнаçнă. Автомашина çулĕсем тата автомагистральсем тăвасси пирĕн тĕп ĕç. Унсăр пуçне тата 56 енĕпе тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлатпăр. Организацин 1 филиал пур. «Воддорстрой» тулли мар яваплă общество яланах лайăххисен ретĕнче пырать. Малалла та хамăрăн тивĕçсене çÿллĕ шайра пурнăçласшăн», – тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Владимир Витальевич прораб. Чăннипех те тăрăшуллă коллектив вăй хурни палăрать кунта. Ĕç пĕр минут та чарăнса тăмасть, тиевлĕ ĕçлĕ автомашинăсем пĕр вĕçĕм хутлаççĕ, такăр çулпа тивĕçтерме васкаççĕ.

А.НИКОЛАЕВА.



Районная газета "Херле ялав"
10 июня 2020
13:51
2020 год (публикации)
Поделиться